Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ÇĕНЛЕТ, ВĂЙ ИЛЕТ ПАТĂРЬЕЛ

Юлашки çулсенче Патăрьел куç умĕнчех тĕлĕнмелле те, савăнмалла та ылмашăнса пырать. Пăхатăн та кĕске хушăрах урамсенче 2-3 хутлă çуртсем çĕкленеççĕ.

Савăнмалли вара татах та ытларах. Ăçта пăхатăн – йĕри-тавра асфальт, тирпей-илем, чăн-чăн хула урамĕ ĕнтĕ, пĕр вĕçсĕр каллĕ-маллĕ утас килет.

Акă, Патăрьелĕнчи А.Хлебниковсен сĕтел-пукан цехне илер-ха. Кунта Л.Каштанов бригадир ертсе пынипе А.Хлебников, С.Тинюков, Н.Казенов, С.Халдырмин ĕмĕрĕпех çак ĕçре ĕçленĕ тейĕн, япаласене çав тери тĕплĕн те тирпейлĕн тума хăнăхса çитнĕ вĕсем. Кунта кайса çÿреме те кирлĕ мар, телефонпа шăнкăравласа яр та, адресна пĕлтер, çийĕнчех килсе заказне йышăнса каяççĕ те тепĕр çывăх вăхăтрах, кирлĕ сĕтел-пукана шăп хăй вырăнне тирпейлĕ те кăмăллă лартса хăвараççĕ.

Унччен пĕр-пĕр шифоньер илес пулсан та черет тăрсан та кĕтсе илейменни пулкаланă, халĕ кайса черет тăрса, транспорт шыраса расхутланса çÿреместĕн.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2008
00:00
Поделиться