Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурнăç çулĕ аслă пултăр, Кашни çын кăмăлĕ тултăр

Патăрьелĕнчи тĕп урамра аслă çул кĕтесĕнче илемлĕн мăнаçланса ларакан Мăшăрлану керменĕ умне эрне варринче пуян çынна аса илтерекен çăмăл автомашина килсе чарăнчĕ. Çамрăкрах арçынпа çулланнă ватă пĕр хĕрарăма çавăтса пыраççĕ. “Районти ЗАГС пайне мĕн çăмăлпа кĕреççĕ-ши çаксем?” шухăш мĕлтлетрĕ пуçра.

– Сывлăх сунатăп, иртĕрех, ларăр, – тахçан пĕлекен çынсем пекех калаçрĕ вĕсемпе çакăнта ĕçлекен Г.Козлова.

– Çак райри пек керменте эпир упăшкапа тепĕр хут çырăнасшăн. Акă, ылтăн çĕрĕсем те пур, – чăнласах çирĕппĕн калаçрĕ кинемей, унтан сылтăм аллинчи ятсăр пÿрнине тăхăннă вĕр çĕнĕ ылтăн çĕррине кăтартрĕ. Упăшкин те пур вăл. Ĕçпе кушăхнă алли çинче ялтăраса çеç тăрать.

Сăмах çумне сăмах хушăнса калаçу сыпăнса кайнă хыççăн вĕсем çинчен тĕплĕнрех те пĕлме май пулчĕ. Çĕнĕ Ахпÿртрен иккен телейлĕ мăшăр. Василий Александровичпа Пелагея Александровна Сурковсем августăн 28-мĕшĕнче çемье пурнăçне чăмăртани аллă çул çитнĕ. Çур ĕмĕр пĕрле мăшăр кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăннă ашшĕпе амăшне юратнă ачисем ылтăн туйпа ылтăн çĕрĕ тăхăнтартнă. Галина Михайловна Сурковсене бриллиант, корона туйсене сывлăхпа кĕтсе илме ырă сунчĕ.

Районти ЗАГС Çемье çулталăкĕнче чылай кăсăклă та усăллă мероприятисем йĕркелерĕ. Ылтăн туйпа ылтăн сăмахсем каланă мăшăрсем те пайтах. Вĕсем çинчен район хаçатĕнче те пĕрре мар çутатрăмăр. Çав хыпарсене илтсех ĕнтĕ карчăкпа старик те аллă çултан тепĕр хут хăйсен туйне аса илме мăшăрлану керменне килнĕ.

Ыр хыпара

илтме те ырă

Çемье çулталăкĕ райадминистрацин ЗАГС пайĕшĕн ăнăçлă та, тухăçлă та, кăсăклă та иртсе пырать. Çамрăк мăшăрсене çырăнтарнисĕр, тĕрлĕрен ятарлă хутсем туса панисĕр пуçне вĕсем истори страницине çырăнса юлакан тĕрлĕрен мероприятисем шутласа кăларса йĕркелеççĕ. Урăхла каласан çак керменте эрне варринче те хаваслă юрă-кĕвĕ сасси лăпланмасть. Нумай пулмасть çеç çамрăк мăшăрсен çырăнтару кунĕнче икĕ ăру тĕл пулăвне йĕркеленĕ. Çĕньялти Юрийпа Марина Яруковсене, Шăнкăртамри Альбертпа Гелия Купкеновсене Енилинсен, Калмыковсен, Яруковсен, Купкеновсен ылтăн туя пĕрле кĕтсе илнĕ туслă çемйисем çамрăксене чăвашла пехил, тутарла бэхиллек панă.

Патăрьелĕнчи Аслă Аттелĕх вăрçă участникĕ Дмитрий Николаевичпа Любовь Николаевна Енилинсен бриллиант туйĕ (60 çултан), Тури Тăрмăшри Махмутовсен хÿхĕм (70 çултан) туйĕ, Тутар Сăкăтĕнчи Хафизовсен корона (75 çултан) туйĕ темиçе хутчен асатте-асанне, кукаçи-кукамай пулнă ватăсемшĕн те, вĕсен тăван-пĕтенĕшĕн те асра юлмалли кун пулса çырăнса юлнă. Патăрьелĕнчи Константин Витальевичпа Алина Александровна Горшковсем вара пĕрлехи пурнăçăн пĕрремĕш пилĕкçуллăхне, йывăç туйне, Мăшăрлану керменĕнче паллă тунă. Залра пилĕк çул каялли пекех Мендельсон маршĕ янăранă, ЗАГС пуçлăхĕ О.Гусарова пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăка малашне те килĕштерсе пурăнма, нумай ача çуратса тивĕçлĕ воспитани пама ырă суннă. Мăшăра чи-чи çывăх çыннисем саламланă. Мĕнрен япăх мероприяти;

Иртсе пыран ĕмĕре чатăр карса чарас çук теççĕ. Апла пулин те районта кашни ялтах вăрăм ĕмĕрлĕ аксакалсем пур. Çемье çулталăкĕнче, акă, Шăнкăртамри Бедрикамель Халитова 100 çул, пĕр ĕмĕр тултарчĕ. Çак паллă кунпа кинемее район пуçлăхĕпе ЗАГС пайĕ чун-чĕререн саламланă, парне панă. Нумай кирлĕ-и ырми-канми ĕçленĕ ватă çыннăн кăмăлне тупма;

Çулталăк тăршшĕпе çынна хавхалантаракан çакнашкал мероприятисем пĕрин хыççăн тепри пулсах тăнă.

– Райадминистрацин ЗАГС пайĕ çыннăн савăнăçне пайлама яланах хавас. Пирĕн пата ырă кăмăл-шухăшпа килекенсене эпир яланах тарават. Кашни çуралакан ача, çĕнĕ мăшăр – пирĕншĕн телей. Тĕрлĕрен сăлтавпа уйрăлу çулĕ çине тăракансем вара пăшăрхантараççĕ, – терĕ пай пуçлăхĕ О.Гусарова хăйсен ĕçĕ пирки пĕтĕмлетсе каланă май.

Çемье çулталăкĕ – цифрăсемпе

 Кăçалхи сакăр уйăхра пирĕн районта 296 пепке çут тĕнчене килнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ултă ача сахалтарах.

Çулталăк пуçланнăранпа 411 çыннăн пурнăçĕ татăлнă е пĕлтĕрхинчен 23 çын ытларах.

Çамрăксем çемье çавăрасси 2007 çулхипе танлаштарсан 53 чакнă. Сакăр уйăхра 175 мăшăра свидетельствăсем панă.

Иртнĕ çулхинчен çамрăк мăшăр уйрăлса каясси пысăкланнă. Кăçал вăл 68 факт, пĕлтĕр 51 тĕслĕх пулнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 сентября 2008
00:00
Поделиться