Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Преступленисен ытларах пайне ÿсĕр çынсем тăваççĕ

Ĕçкĕ ырă туманни пирки информаци хатĕрĕсем час-часах аса илтерсе тăраççĕ пулсан та эрех-сăра юратакансен йышĕ чакмасть-ха. Преступленисен ытларах пайне те ÿсĕр çынсем тăваççĕ.

Халăх урă пурнăç çине куçсан нумай ырлăх хăй тĕллĕн килĕччĕ. Тĕрлĕ аварисен, хулиганла ĕç туса суд умне ларнисен йышĕ чакĕччĕ, çынсен сывлăхĕ тĕрекленсе пырĕччĕ, çемьесенче юрату, телейлĕ ачалăх çирĕпленĕччĕ.

Алкоголь – пуç мимипе тĕп нерв системине арпаштаракан наркăмăш. Эрех ĕçсен пуç мимин тулашри сийĕ кирлĕ пек ĕçлеме пăрахать, çыннăн шухăшлавĕ пăсăлать. Çын пули-пулми япалашăнах чĕрре кĕрет.

Акă, кăçалхи июнь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп больницăн васкавлă пулăшу медицина сестри районти шалти ĕçсен пайне Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Крепков урамĕнчи 59-мĕш çуртра арçын вилли выртни çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Следстви пайĕн ĕçченĕсене кунта пурăнакан хĕрарăм çак арçын хирĕçнĕ хыççăн çĕçĕпе чикĕнсе вилни çинчен каласа кăтартнă. Паллах, фактсене тĕрĕслеме тивнĕ. Анчах та тĕрĕслев вăхăтĕнче хĕрарăм сăмахĕсем тÿрре тухман. Ĕçĕ вара çапларах пулнă. Июнь уйăхĕн 9-мĕшĕнче, каçхине 21.00 сехетсенче Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Крепков урамĕнчи 59-мĕш çуртра кил хуçи хĕрарăмĕпе çак арçын хушшинче хирĕçÿ сиксе тухнă. Арçынни сĕтел çинчен çĕçĕ ярса илнĕ, хĕрарăм еннелле утнă. Лешĕ вара çĕççе арçынран туртса илнĕ, айккинелле тарнă. Халĕ унăн пурнăçĕшĕн нимĕнле хăрушлăх та пулман темелле. Арçынни унăн умĕнче аллисене усса тăнă. Хĕрарăм вара нумай шутласа тăмасть ăна çĕçĕпе кăкăрĕнчен тăрăнтарать. Следстви вăхăтĕнче хĕрарăм хăйĕн айăпне кăштах йышăннă, вĕлерес шухăш пулманни çинчен пĕлтернĕ.

Халĕ çак уголовлă ĕçе район судне ярса панă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 сентября 2008
00:00
Поделиться