Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурс – вăйăра мĕн вĕреннине аса илнĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа Треньелĕнчи клубра шкул ачисем валли “Эпир ăна вĕреннĕ” конкурс-вăйă йĕркеленĕ. Клуб заведующийĕ Е.Сорокина ертсе пынипе конкурса хутшăнакансем чăн малтанах вырăсла диктант çырнă. Географи тата биологи урокĕсенче вара хăйсене юмахри пекех туйнă. Ачасем тинĕс тĕпĕнче пулса “ылтăн” пулăпа калаçнă, малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ...

Конкурс-вăйă юрă ташăпа урокĕпе вĕçленни курма килнисен кăмăлне те кайнă. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисем уроксенче çаврăнăçуллă пулнăшăн, çакăн пек кăсăклă мероприяти йĕркеленĕшĕн культура ĕçченĕсене тав тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 сентября 2008
00:00
Поделиться