Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чи кирлĕ ыйтусене хускатнă

Тунтикун, авăнăн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн структура подразделенийĕн руководителĕсен черетлĕ планерки иртнĕ. Чăн малтанах унта район пуçлăхĕ Н.Глухов районта вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе, строительство объекчĕсенчи лару-тăрупа паллаштарнă.

Малалла районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн çул-йĕрне сÿтсе явнă, вырма ĕçне ăнăçлă вĕçлес, хĕллехи хутмалли тапхăра хатĕрленес, тирпей-илемпе ĕçлес, район тата ял тăрăх бюджечĕсене пурнăçлас тата ытти ыйтусене те çивĕчлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 сентября 2008
00:00
Поделиться