Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

А.Г.Николаев летчик-космонавта асăнса

Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаева летчик-космонавта асăнса тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Чи малтанах паттăра халалласа хаçат кăларнă. Унта чăвашран пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне вĕçнĕ ентеш пурнăçне туллин çырса кăтартнă.

Пуçламăш классенче вĕренекенсем Чăваш халăх поэчĕн Юхма Мишшин “Çăлтăрсем чĕнеççĕ” повеçĕпе паллашнă, çавăн пекех космоса халалласа ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕ.

6-мĕш класра вĕренекенсемпе И.Михайлова аслă вожатăйпа В.Савинова библиотекарь “Çынсем тата космос” викторина йĕркеленĕ. Тĕнче уçлăхне пĕлессипе А.Ильметовпа Л.Убасев палăрнă.

Уçă урок иртнĕ

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулти 3-мĕш “б” класра вĕренекенсемпе “Çул çинчи хăрушсăрлăх” темăпа уçă урок иртнĕ. Унта вĕренекенсемсĕр пуçне районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инструкторĕ Т.Борисова, шкул директорĕ В.Солдатов, директор çумĕ О.Паймукова, ашшĕ-амăшĕсем хутшăннă.

Вĕрентÿ йĕркеленĕ

Чрезвычайлă лару-тăрупа пушар хăрушсăрлăхне асăрхаттарас тĕллевпе шкулсенче ятарлă мероприятисем иртеççĕ. Çак уйăхлăха хутшăнса Сăкăтри вăтам шкулта эвакуаци вĕрентĕвĕ йĕркеленĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çухалса кайман, кĕске вăхăт хушшинче шкултан палăртнă вырăна тухса тăнă. Вĕренĕве районти пушар службин 26-мĕш номерлĕ чаçĕн ĕçченĕсем В.Тяминпа А.Сайкин хутшăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 сентября 2008
00:00
Поделиться