Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачалăх пурин те пĕрре, Юлать вăл асра ĕмĕре

Çуллахи каникул хыçа юлчĕ. Ачасен кану кунĕсем асра юлччăр тесе çитĕннисем те тăрăшрĕç. 6 çултан пуçласа 15 çулчченхи 5637 çитĕнекен ăруран 2784-шĕн канăвне лагерьсенче çирĕплетме майсем туса пачĕç. Социаллă страховани фончĕ урлă район тулашĕнчи сывлăха çирĕплетекен 4 лагерьте пулни асра юлатех. “Чайка” лагерьте уйăхсерен çичшер ача канса-сипленме пултарать.

Шкулсенчи пĕрремĕш сменăри лагерьсенче 615 ача, иккĕмĕшĕнче – 365, виççĕмĕшĕнче 275 ача канчĕ. Социаллă страховани фончĕ çакăншăн 11 миллион та 16 пин те 550 тенкĕ укçа уйăрчĕ.

Ĕçпе кану лагерĕсене 816 ача çÿрерĕ. Вырăнти бюджетрен унта 143, 2 пин тенкĕ расхутланă.

61 ача сиплев санаторийĕсенче пулчĕ. Социаллă центрта 30 ачана канма майсем туса панă. Ку тĕллевпе 128, 3 пин тенкĕ уйăрнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр 459 ачана ĕçлĕ тунă. Вăл шутран 99-шĕ тулли мар тата йышлă ачаллă, 174-шĕ сахал тупăш кĕрекен çемьесенчен.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 сентября 2008
00:00
Поделиться