Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ урамсене электрификацилес ыйтупа

Районта çĕнĕ урамсене электрификацилес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак кунсенче çеç акă, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А.Сымов республикăри хула строительствипе обществăлла инфра тытăм аталанăвĕн министерствин патшалăх экспертиза Управленийĕнче пулса Турхан тата Тури Тăрмăш ялĕсенчи çĕнĕ урамсене çутăпа тивĕçтерес ыйтăва татса панă. Проектпа смета документацийĕ тăрăх çывăх вăхăтра мĕн пурĕ 64 хуçалăха электрификацилемелле.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 сентября 2008
00:00
Поделиться