Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Виççĕшĕ те çар тумне тăхăннă

Виçĕ ывăл çитĕнтернĕ Патăрьелĕнчи Г.Таракова. Виççĕшĕ те пăхаттир, çар тумне тăхăннăскерсем. Аслисем Конституци тивĕçне маларах пурнăçларĕç.

Унтан таврăннă хыççăн пĕри Мускавра ĕçлет. Тепри Ульяновск облаçĕнчи Нагаткинăра тĕпленнĕ. Моряк тумне хывнăскер милицине ĕçе вырнаçнă. Çемьеллĕ ĕнтĕ. Ачи те виççĕре пырать. Кĕçĕнни Дамир вара Ростов çывă-хĕнче службăра тăрать (ÿкерчĕкре). Салтак тивĕçне иккĕмĕш çул пурнăçлать. Киле таврăнасси те инçе юлман. Сержант званиллĕскер çар машинипе çÿрет. Техникăна Дамир салтака кайичченех хăнăхрĕ. Патăрьелĕнчи професси училищинче вĕренсе автомеханик профессине алла илчĕ. Ун хыççăн таксистра ĕçлесе ăсталăха ÿстерчĕ.

Икĕ хĕл те икĕ çуркунне сисĕнмесĕрех иртмерĕç. Çак хушăра салтак çырăвĕсем пĕрре те чарăнмарĕç. Ку хутĕнче вара почтальонка иккĕ харăсах парса хăварчĕ. Пĕри – часть командирĕнчен. Вăл унта тав çырăвĕ чикнĕ. Гельсине Нуриаздановнăна ывăлне тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕшĕн ырланă. Салтак çар тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пынине палăртнă унта. Техникăна ăста алла илнине пĕлтернĕ. Хăйĕн ăсталăхĕпе професси маçтăрлăхне ÿстерсе пынине çирĕплетнĕ. Амăшне ывăлĕ салтаксем хушшинче авторитетлă, командирсен хисепне тивĕçлĕ пулни савăнтарать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2008
00:00
Поделиться