Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăхăта тупма та, çухатма та пулать

Чылайăшĕ компьютер ĕмĕрĕнче кĕнеке вулакансем сахалланса пыраççĕ тесе калаççĕ. Тăрăшсан ăслă техникăпа киленме те, кĕнеке вулама та вăхăт тупма пулать. Акă, сăмахран, районти ача-пăча библиотеки ачасем хушшинче çуллахи каникулта чи нумай кĕнеке вулакансене тĕрлĕ номинаципе ушкăнласа пĕтĕмлетнĕ. “Каникулта чи нумай вулакан” конкурсра Д.Клементьева çĕнтернĕ. Вăл 42 кĕнеке вуласа тухнă! Икĕ кунта пĕр кĕнеке “шĕкĕлченĕ”. С.Столяров вара “Библиомарафонец” конкурсра палăрнă. Саша вулав çуртне 13 хут ĕçпе кĕнĕ. А.Гаврилов, У.Бармакова, Л.Кечемова, Н.Исаева, А.Крылова тата ытти хăш-пĕр ача – ыркăмăллăхпа вулавăша алă тăсса паракансем, кĕнене парнелекенсем.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2008
00:00
Поделиться