Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Трактор» операци пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш Республикин Патшалăх техника надзорĕпе Шалти ĕçсен министерстви йĕркеленипе августра “Трактор” операци иртрĕ. Тĕрĕслев материалĕсем çакна çирĕплетесе параççĕ. Хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр строительстви тата ытти прицеплă 160 техникăран çирĕмĕшĕ çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене, патшалăх регистраци правилисене, техника тĕрĕслевĕн йĕркисене пăснă.

Август пуçламăшĕнче тыр-пул пуçтаракан тата вырмапа çыхăннă ытти техникăна тепĕр хут тĕрĕслерĕмĕр. Ун чухне ытларах кивелнĕ техникăна шутран кăларас ыйтупа тимлерĕмĕр.

Операци тапхăрĕнчи тĕрĕслев вăхăтĕнче 17 çынна администативлă майпа айăпланă. Вăл шутра 5-шĕ – должноçри çынсем.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2008
00:00
Поделиться