Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта асфальт çул çитмен ял юлмарĕ

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен линийĕсене тăвассине вĕçлемелли мерăсем çинчен” калакан Указпа килĕ-шÿллĕн юлашки икĕ çулта пирĕн районта 42 çухрăм асфальтлă çул хута янă. 2008 çулхи сакăр уйăхра вара 19 çухрăм автомобиль çулне ĕçе кĕртнĕ.

Çул-йĕр ыйтăвне тĕп вырăна хурса ЧР Президенчĕ çулталăк пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та çивĕч задача лартрĕ: “Пĕтĕм çĕр-шывĕпе çулталăкне пур йышши çулсене вăтамран 1800 километр чухлĕ тă-ваççĕ. Çав вăхăтра Чăваш Енре иртнĕ çулта 400 километр ытла çул тунă, вĕсем халăх пурăнакан 243 вырăна çыхăнтарнă. Республика кăçал халăх пурăнакан кашни вырăнах çитекен, пĕтĕмĕшле тăршшĕ 1 пин километрпа танлашакан автомобиль çулĕсен строительствине, ун валли 9 миллиард тенкĕ уйăрса вĕçлет...” тенĕ Çырура.

Республика шайĕнче çак программа çулталăк вĕçлениччен малалла тăсăлать-ха. Пирĕн Патăрьел районĕ вара кашни яла асфальтлă çул çитермелли пысăк тĕллеве пурнăçларĕ. Ку тĕлĕшпе Ясная Поляна район историйĕн страницине çырăнса юлчĕ темелле. Юлашкинчен çак яла район центрĕпе асфальт çулпа çыхăнтарчĕç.

Пĕлÿ кунĕ ирпе ирех вĕтĕ çумăр пĕрĕхнине пăхмасăр Ясная Поляна ял çыннисем пысăк уява (çаплах калас килет) хатĕрленчĕç. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ майĕпе ватти-вĕтти урамсене тирпейлерĕç, “Тавтапуçах такăр çулшăн” текен плаката тирпейлĕн вырнаçтарчĕç... “Нăрваш Шăхаль – Вăрманхĕрри Шăхаль – Ясная Поляна” çула туса хута яма ырми-канми ĕçленĕ чыслă та хисеплĕ çынсене Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Яковлев, чăваш пикисем йăла-йĕркене пăхăнса кăпăшка çăкăрпа тата тăварпа кĕтсе илчĕç. Район пуçлăхĕпе Н.Глуховпа пĕрле асăннă çула уçма “Дорисс” уçă акционерла общество генеральнăй директорĕн çумĕ А.Храмов, “Дорисс” УАОн УМ-1 начальникĕ В.Соболев, Канашри ПАТП директорĕ Р.Мясников, “Труд” ЯХПК ертÿçи Н.Михайлов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕн руководителĕсем хутшăнчĕç.

Чыслă мероприятие Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Яковлев уçрĕ, строительсене пархатарлă та ырă ĕçшĕн тивĕçлисене тав хучĕ парса саламларĕ.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов та хăйĕн сăмахĕнче çул-йĕр ăстисене пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн тав туса, уйрăмах палăрнисене райадминистрацин Хисеп грамотине пачĕ. Асăннă мероприятие хутшăннă ытти хăнасем те ял халăхне уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç.

Ясная Полянăра пурăнакан 80 çулхи Зинаида Васильевна Шалтынова вара çак савăнăçа куççульсĕр те пайлаймарĕ:

- Пирĕн пĕчĕк, аякри яла çатма пек такăр çул çитессе шутламан та эпир. Шел, ватă эпĕ. Çак пурнăçăн ырлăхĕпе ытларах усă курасчĕ. Пуриншĕн те телейлĕ те савăнăçлă çул çеç пултăр, – терĕ вăл ял халăхĕн хăпартланăвне шута илсе.

Хĕрлĕ хăю касса 6, 6 çухрăм тăсăлакан çĕнĕ çула уçнă хыççăн автобус павильонĕнчен Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕн тата мартшрутлă çĕнĕ автобуссем çине ватти-вĕтти пĕрле ларса кăмăлтан пĕр çаврăм турĕç. Çак кунтан пуçласа Ясная Поляна ялне маршрутлă автобус çула тухрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2008
00:00
Поделиться