Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушарниксем уçă уроксем ирттернĕ

Пĕлÿ кунĕнче районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсенче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнтарнă çеç мар, тĕрлĕрен класра уçă уроксем те ирттернĕ, вĕренекенсем хушшинче ÿкерчĕксен конкурсĕсем, викторинăсем йĕркеленĕ.

Авăнăн пуçламăш кунĕсенчех яваплă сотрудниксем чрезвычайлă лару-тăрура, вут-кăвар сиксе тухсан ачасене мĕнле эвакуацилемелли йĕркене, медицина пулăшăвĕ панине, хÿтĕлев япалисемпе мĕнле усă курма пĕлнине тĕрĕслĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2008
00:00
Поделиться