Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паха вăрлăх

Районĕпе 15 хуçалăх кĕрхи культурăсен вăрпăхĕсене тĕрĕслеттернĕ. Çав вăхăтрах 16 хуçалăх вăрлăхсене анализ пама тăратман. Кĕрхи культурăсен куçакан фондри вăрлăхĕ ытларах шăтаслăхĕпе тата тасалăхĕпе кондицие ларман. Районти сакăр хуçалăхра вара тĕрĕслеттернĕ мĕн пур вăрлăх кондициллĕ.

«Колос», «Тойсинская», «Гвардеец», «Родник», «Чулпан», «Родина», «Заря», «Югель», «Жизнь», «Булинская», «Чемен», «Знание», «Илмир», «Марка», «Шаг-1» хуçалăхсем те кĕрхи культурăсем акса хăварасшăн. Анчах та вĕсем пĕр килограмм вăрлăх та тĕрĕслеттермен. Асăннă хуçалăхсенчи специалистсм кама тата мĕне кĕтеççĕ-ши; Çакна ăнланма та, хурав пама та йывăр. Йĕрке тăрăх вара тĕрĕслеттермен, имçамламан вăрлăхсене тыр-пул никĕсне хывса хăвармалла мар.

Кĕрхи кун яланах вылянчăклă тăрать. Çавăнпа та хуçалăхсенче çанталăкăн кашни уяр вăхăчĕпе усă курса кĕрхисене акса хăвармаллах. Ку вăл çитес çулхи тыр-пул никĕсĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2008
00:00
Поделиться