Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЫРĂ çУ СУНАТЬ

Кун каçа халăх хĕвĕшет Патăрьелĕнчи автостанцинче. Çурла уйăхĕнче пассажирсен йышĕ тата та ытларах пулчĕ. Шкула кайма хатĕрленнĕрен ашшĕ-амăшĕ ачисене район центрне вĕренÿ хатĕрĕсене туянма илсе килчех. Çул çÿрекенсем ытларах пулни автостанци ĕçченĕсене йывăрлăх кÿмерĕ. Кашни яла маршрутлă автобус çÿрет. Вĕсем çине палăртнă вăхăтпа лартса яраççĕ. Кассăран билет илме çеç ан ÿркен.

Ф.Махмутова контролер ĕçне аякран сăнаса тăни кăмăла кайрĕ. Автобус çине билетсене тĕрĕслесе лартнă чухне малтан ачасене, ватăсене çул парса кĕртме тăрăшать вăл. Пуçтахсене чи кая хăварать. Билетсăррисене тепĕр рейспа кайма сĕнет. Çак йĕркене пассажирсем те хăнăхса пыраççĕ.

Австостанцинче ĕçлеме пуçлани 6 çул Флюзя Фазелзяновнăн. Ирпе ирех ĕçе килесси е каçа юлса автобуссене ăсатасси ăна савăнăç çеç кÿрет. Кунне миçе хутчен тав сăмахĕ илтмест-ши вăл; Çавăншăнах хăй те кашни автобусах рейса ырă çул сунса ăсатать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2008
00:00
Поделиться