Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хастар хутшăннă

Икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавта асăнса ирттерекен чупăва районти çăмăл атлетикăна кăмăллакансем хастар хутшăннă. Шăмăршăсенчен эстафетăна Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекенсем илнĕ. Çавăн пекех сумлă спорт мероприятирен Патăрьелĕнчи 1-мĕш тата 2-мĕш, Шăнкăртамри, Ыхра Çырминчи вăтам шкулсенче, Треньелĕнчи А. Краснов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем те айккинче юлман. Патăрьелпе Комсомольски районĕсем чикĕленекен вырăнта митинг йĕркеленĕ, концерт кăтартнă. Кайран район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов эстафета патаккине каçалсене панă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2008
00:00
Поделиться