Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш рысакĕсем Хусана тĕлĕнтерчĕç

Хусанта Тутарстан республикин кунне паллă турĕç. Ипподрома 200 ытла спорт лаши пуçтарăнчĕ. Унтах чăвашсен лаша спорчĕн представителĕсем те пулчĕç. Ăмăртăва пирĕн районăн рысакĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем Раççейĕпех чап çĕнсе илнĕ те ĕнтĕ. Лашасем çеç 15 чупу ирттерчĕç. Кашнийĕшне 10, 12 рысак хутшăнчĕ. Эпир вуннăмĕш чупăва чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Унта Раççейĕпех палăрнă лашасем ăмăртрĕç. “Пристол” Одессăран килнĕ. “Карнавал” Шăмăршăран пынă. “Гонорар” Хусанти лаша заводĕнчен çитнĕ. “Таран” Мари республикинчен хутшăнать. Паллă-паллă рысаксем хушшинче пирĕн те пур. “Сахалин” (В.Красновăн), “Ласковый май” (Кивĕ Ахпÿртри Н.Пыркинăн) старта тухрĕç. “Престол” малта пычĕ. Ăмăртура “Сахалин” иккĕмĕш, “Ласковый май” виççĕмĕш çитрĕç. Çĕнтерÿçĕсене Тутарстан Президенчĕ М.Шаймиев саламларĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2008
00:00
Поделиться