Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурла уйăхĕ тухăçлă иртрĕ

Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çурла уйăхĕ питĕ тухăçлă иртнĕ. Çак тапхăрта вĕсем 149 акт çырнă. Вăл шутра ача çурални çинчен ĕнентерекен 34 свидетельство. Вĕсенчен 12-шĕ çемьере пĕрремĕш, 32-шĕ иккĕмĕш, 3-шĕ çемьере виççĕмĕш ача.

Асăннă уйăхра 54 çын вилнĕ. Çут тĕнчерен уйрăлакансенчен 25-шĕ арçын (вăтам çулĕ 61), 29-шĕ хĕрарăм çулĕ (77).

Çурла уйăхĕнче çеç аллă çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Августăн саккăрмĕш кунĕнче чи нумаййи – вунă мăшăр. Ытларах çамрăксем 18-24 çулсенче çемье тĕвĕлеме шут тытаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2008
00:00
Поделиться