Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

АЛМАНЧĂСЕН САТУРЛĂХĔ АН ИКСĔЛТĔР!

“Ĕçчен çынна ял-район-республика савать”. Çакăн евĕрлĕ каларăша Патăрьел районĕнчи Алманчăсемшĕн, тĕрĕсрех - Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче çанă тавăрса тăрăшакансемшĕн каланăнах туйăнать. Асăннă сăмахсен тĕшшине виçĕм кун тĕплĕ пахаларăм.

Агрофирмăн генеральнăй директорĕ Юрий Николаевич Попов пире, вырма ĕçĕпе кăсăкланма килнĕ çак йĕркесен авторне, Семен Игнатьев фотокорреспондента тата хăйĕн правур çумне Николай Никитина, “Адмирал” автомашинăна /пур çавăн пек çăмăл машина - чăваш пекех ĕçчен китаецсем кăлараççĕ ăна/ лартрĕ те крейсер пек хăватлă техникăна пĕр самантрах тапратрĕ. Тепĕр авăкран ял хыçĕнчи виççĕмĕш уя çитсе те тăтăмăр.

Кунта Владимир Карсаков, Фирдин Хамидуллин, Анатолий Марков механизаторсем вырса-çапса тĕшĕленĕ хыççăн юлнă ыраш улăмне тюкласа фермăна турттараççĕ. “Мировой” механизаторсем. Хăйсен ĕçне тĕплĕ пĕлеççĕ”, - терĕ Николай Александрович Никитин кăмăллăн. “Мировойсене” Семен Петрович апла та капла тăратса сăн ÿкернĕ хыççăн кăнтăр енчен вĕрекен çилпе тинĕс пек хумханакан тап-таса тулă пуссине çитрĕмĕр. “Акă вăл - тулă, тулă!” - тесе Юрий Николаевич вăрăм та йывăр пучахсене ытамне илчĕ. Гендиректорăн куçĕнче хĕлхем çиçет, питĕнче сар хĕвел вылять. Ăнланмалла: кунсерен, эрнесерен, уйăхсерен тар тăкса ĕçленин пархатарлă çимĕçĕ-çке çакă! “Лайăх пиçнĕ, шатăр-шатăр. Ыран вырма тухмалла”, - тет çĕр хуçи тырă пĕрчисене шăл хушшине хурса тĕрĕслесе. “Шак хытнă, шак-шак чăнах та”, - унпа килĕшет Николай Александрович.

“Прохоровка” тулла Алманчăсем “Кузбас” комплекспа /кун пекки республикăра хальлĕхе урăх çук/ акнă. Калча мĕнле çитĕннине сăнасах тăнă: удобренипе апатлантарнă, çум курăкран тасатнă. “Гектартан хĕрĕх-аллă центнер тухатех”, - теççĕ ертÿçĕсем пĕр иккĕленмесĕр.

Алманчăсем сахăр кăшманĕпе те ĕçлеççĕ. Ăна кăçал та çĕр гектар çинче çитĕнтернĕ. Пĕр-иккĕшне кăларса пăхрăмăр. Тĕлĕнтĕм: çимĕç - пуç пысăкăш. Кун пеккине урăх çĕрте курман. “Чуна парса ĕçлесен çĕр хăйĕн хăватне хĕрхенмест, пĕтĕмпех парать”, - терĕ Ю.Попов. Курнăçланса каламарĕ, сăмахсене чĕри витĕр кăларчĕ.

Пирĕн çул ЧР Президенчĕн программипе килĕшÿллĕн Агрофирмăн çунатти айне куçнă “Тюльпан” хуçалăх еннелле выртрĕ. Ик çĕр гектар йышăнакан ыраш уйĕнче икĕ комбайн çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Хăватлă “КамАЗсем” вĕсенчен тырă йышăнаççĕ те ялалла /йĕтемелле/ васкаççĕ. “Курăр-ха, “Жигули” пек çăмăллăн пырать вĕт, - тет Юрий Николаевич хĕпĕртÿллĕн Германире туса кăларнă “CLAAS” комбайн еннелле пуçне сĕлтсе. - Унпа Александр Чихин темиçе çул ĕнтĕ тухăçлă ĕçлет. Класнăй механизатор вăл. Сăнне çапса илĕр-ха, хавхалантăр хăйне чăваш халăх хаçатĕнче курса”. Çакна пурнăçлама çăмăлах килмерĕ. Мĕншĕн тесен районта та, республикăра та палăрнă комбайнер фотоаппарат умне тăрса вăхăта ирттересшĕн пулмарĕ. Çапах та кăмăлне çавăртăмăр, Н.Никитинпа пĕрле чăлт! çеç ÿкерсе илтĕмĕр.

Кăçал çеç туяннă “ACROS” комбайнпа ĕçлекен Александр Французовпа “килĕшÿ” тупаймарăмăр. Эпир мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен: “Сăн çаптармалли самант-и вара халь?” - терĕ те комбайнне хускатрĕ. “Ан кÿренĕр... Уяр кунăн кашни минучĕпе туллин усă курасшăн вĕсем. Ара, иртнĕ эрнери çумăрсем хытă чăрмантарчĕç. Пĕрре çуса каять - тепĕр лаптăка куçатпăр. Эрнипех çапла хăшкăлтăмăр. Шĕкĕр Турра, тăватă-пилĕк кун аван тăрать-ха”, - тÿпенелле пăхса илчĕ гендиректор.

“Тюльпан” пирки тата пĕр-икĕ сăмах. Ăна тăнчах аркатма пултарнă. Талип Муметтов управляющи ăслă-тăнлă, мал курăмлă, таса чун-чĕреллĕ пулни çак инкекрен хăтăлса юлма май панă.

Чăпкас ялĕн пысăк кÿлли çумĕпе иртетпĕр. Халăхăн вун-вун ĕни шăрăхран хÿтĕленсе шыва хырăм таранах кĕрсе тăнă. Бегемотсем евĕрлех курăнаççĕ тупата. Унтах хурсем, кăвакалсем... Хăйне евĕрлĕ интереслĕ ÿкерчĕк.

Сĕлĕ пуссинче çĕр ĕç фирмин виçĕ комбайнĕ тырă вырса тĕшĕлет. Штурвалсен умĕнче - Николай Пахомов, Ринат Юнусов, Владимир Пахомов. “Кăçал кăмăл лайăх. Тырă вăйлă тухать. Машинсем аран тенĕ пек турттарса ĕлкĕреççĕ”, - тет гендиректорăн вырма вăхăтĕнче “Енисей” комбайнпа ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Н.Пахомов.

Йĕтем çинче те хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать: пĕр ушкăн хĕрарăм сухан-севока тасатса михĕсене тултарать, пысăк ангарсенче тырă сортлаççĕ. “Хатĕррине Канаш, Шупашкар элеваторĕсене, “Чăваштырăпродукчĕн” базисене ăсататпăр. Паян кун тĕлне ик çĕр тонна ытла леçнĕ. Халăха та сутатпăр, - пĕлтерет Ю.Попов. - Вырма ĕçĕпе кăмăллă. Тухăç лайăх: гектар пуçне 37-40 центнера яхăн. Техника, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ. Пăшăрхантаракан пулăм, çапах та, пĕрре пур: тырă хакĕ питĕ йÿнĕ. Хаçатра пĕлтернинчен вăл самаях уйрăлса тăрать. Пирĕншĕн, хресченсемшĕн, тенкĕ те, аллă пус та - укçа”.

Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче ултă ял витĕр тухрăмăр. “Мĕншĕн апла?” - тейĕ вулакан. Сăлтавĕ ансат: Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми панкрута тухнă тĕрлĕ хуçалăх çĕрĕсене арендăна илнĕ. Çакă, паллах, ĕçлеме чăрмантарать пулин те Алманчăсем шав малалла ăнтăлаççĕ. Малашне те çаплах пултăрччĕ.

 



"Хыпар"
15 августа 2008
00:00
Поделиться