Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир тасалать

“Первомайск” кооперативра кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем 570 гектар çинче çитĕннĕ. Хуçалăхра халĕ шăпах ăнса пулнă тыр-пул пуçтарса кĕртессипе ĕçлеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 50 гектар çапнă. Хирте А.Арбузов “Дон-1500Б”, П.Васильев, А. Смирнов “Нива” комбайнсемпе ĕçлеççĕ. Тухăç та начар мар, гектартан 30 центнер тухать.

Хуçалăхра ĕçлекенсем, специалистсем те хирте вăй хураççĕ, çичĕ гектар йышăнакан сухан вăрлăхне пухса кĕртессипе тимлеççĕ. Севок та тухăçĕпе савăнтарать, малтанхи кăтартусем тăрăх 100 центнерпа танлашать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 августа 2008
00:00
Поделиться