Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшуллă ĕçшĕн – тивĕçлĕ ят

Районта “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ 5810 çын пурăнать. Вĕсен йышĕ çак кунсенче тата хутшăнчĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕнче тивĕçлĕ 7 çынна ветеран удостоверенине пачĕç. Республикăри Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, “Раççей Федерацийĕн пенси фондне 10 çул”, “Пĕтĕм Раççейри 2002 çулхи халăх перепиçне хастар хутшăннăшăн”, “Раççейри шалти ĕçсен министерствине 200 çул”, “2006 çулхи пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçне ирттерес ĕçри тăрăшулăхшăн” илнĕ ведомство паллисемшĕн те “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçме пулать. Çÿлерех асăннă организацисен штатĕнче тăманнисене те лекет çак чыс.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 августа 2008
00:00
Поделиться