Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Культура министрĕ – Патăрьелĕнче

Республикăри культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова пирĕн районта пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов кĕтсе илчĕ.

Николай Ивановичпа Роза Михайловна районти культура учрежденийĕсене модернизацилес ыйтăва сÿтсе яврĕç (ÿкерчĕкре). Çак ыйтăвах Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров ĕçлĕ тĕл пулура Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе Д.Медведевпа та хускатнăччĕ. Республикăра пурнăçа кĕртме палăртнă культурăпа социаллă программа анлă-çке. Районти культурăпа кану центрĕ, Шăнкăртамри тата Сăкăтри Культура çурчĕсем, акă, тĕслĕх культура çурчĕсем йĕркелес çул çине тăнă. Республикăн тĕллевлĕ программине тĕпе хурса халăха паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерес енĕпе хальхи вăхăтри техника хатĕрĕсемлĕ пуласшăн вĕсем. Çĕнĕ проекта вăхăтра пурнăçлама федерацин “Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программине кĕртни те пулăшать. Районти культура центрĕн ĕçченĕсем шăпах федераци шайĕнчи çак конкурса хутшăнма документсем тăратнă. Ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пурнăçланнă, кунта юсав ĕçĕсене тунă, территорие тирпей-илем кĕртнĕ. Малашлăх мĕнле пуласси вара çÿлти шайри пулăшуран тата вырăнта вăй хуракансенчен килет.

Виçĕ çул хушшинче республикăра 200 ытла клубпа культура çурчĕ тĕслĕхлĕ пулмалла. Çак ĕçе пурнăçлама кăçал 20 миллион тенкĕ уйăрнă. 2010 çулта çак хисеп 60 миллион тенке çитмелле.

Ĕçе çĕнетес тесен культура учрежденийĕсен ертÿçисен пултаруллă, вăй-халлă пулмалла. Хăйсен ĕç вырăнĕнче тивĕçлĕ пулни пĕлтерĕшлĕ. Реформăсен условийĕсенче вĕсем управленин çĕнĕ технологийĕсене лайăх чухламалла çеç мар, ун “тилхепине” çирĕп тытса пыма пултармалла.

Тĕл пулура Р.Лизаковăпа Н.Глухов çавăн пекех культурăпа архив ĕçне пырса тивекен ытти ыйтусене те çĕклерĕç. Николай Ивановичпа Роза Михайловна Президент Указĕпе килĕ-шÿллĕн модернизацилеме палăртнă Патăрьелĕнчи Культурăпа кану центрне, Сăкăт тата Шăнкăртам культура çурчĕсене çитсе курчĕç, юсав ĕçĕсемпе паллашрĕç. Вĕсене васкавлăрах вĕçлеме калаçса татăлчĕç, хĕле хатĕрленмелли ыйтусене çĕклерĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 августа 2008
00:00
Поделиться