Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хунямашăн – юратнă кин

Ачисем çамрăк чухне телейлĕччĕ мăшăр. Пĕри колхозра водительте, тепри поварта ĕçлетчĕ. Çемьери пурнăç татуччĕ.

Хуçалăхри ĕçсене ватти тирпейлесе тăратчĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнсе пынă çĕре самана улшăнчĕ. Колхоз ĕçĕнче тÿлевĕ пĕтрĕ. Çемье хуçин ирĕксĕрех Мускава ĕçлеме каймалла пулчĕ. Малтанласа вахта меслечĕпе çÿретчĕ унта. Икĕ эрнерен киле таврăнатчĕ. Укçине те хутаçпах илсе килетчĕ. Юлашки 9 çул вара яла манчĕ. Ăшă йăва Мускавра та пур иккен. Ир тăрсан та, каç выртсан та ăшĕ вăркать халĕ кинĕн. Хунямăшĕпе 17 çул пурăнать вăл. Çав шутран мăшăрĕпе вара – 9.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 августа 2008
00:00
Поделиться