Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хаваслă канчĕç

“Солнышко” лагерьте кăçал 2 сменăра 60 ача канчĕ. Сывлăха çирĕплетме ирсерен тĕрлĕ хускану турĕç, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç, çĕнĕ вăйăсем вĕренчĕç. Çумăрлă çанталăкра мультфильмсем, кино курса киленчĕç. Ÿкерчĕксенчен, пластилинран, тĕрлĕ тĕслĕ хутран ăсталаса выставкăсем йĕркелерĕç. Ачасен вăхăчĕ кăсăклă ирттĕр тесе воспитательсем нумай тăрăшрĕç. Эрудитсен конкурсĕ, юмахсем тăрăх викторина, “Чап минучĕ” шоу-конкурс та пурин кăмăлне те кайрĕç. Экскурсисенче пулнисем нумайлăха асра юлĕç ачасен. Акă, лагерĕн юлашки кунĕсенче Патăрьелне çитсе курчĕç, “Паттăр” спорт комплексĕнчи бассейнра ишсе савăнчĕç, “Авангард” хаçат редакци-йĕнче хăнара пулчĕç (ÿкерчĕкре), юратнă хаçат мĕнле калăпланса тухнине курса тĕлĕнчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 августа 2008
00:00
Поделиться