Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Цифрăсемпе фактсем

 Пĕлтĕр строительство ĕçĕсемпе районĕпе 927 миллион тенкĕ тăкакланă, кăçал çур çул хушшинче – 360 миллион тенкĕ.

Çичĕ уйăхра 10413 тăваткал метр çурт-йĕр хута кайнă.

“Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕ, çырăнтару керменĕ, районти больницăн çĕнĕ корпусĕ хута кайнă.

Шăнкăртамри 400 ача вырнаçмалăх шкулпа ача сачĕн çуртне купаласа пĕтернĕ.

Кăçал 27900 тăваткал метртан кая мар çурт-йĕре эксплуатацилеме палăртнă.

Хальхи вăхăт таппине тивĕçтерекен стадион çулталăк вĕçне хута кайĕ.

Нумай хваттерлĕ тепĕр çуртăн никĕсне хывма планланă.

Çитес çул нумай хваттерлĕ виçĕ çуртра пурăнма пуçлĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 августа 2008
00:00
Поделиться