Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасен канăвĕшĕн тăрăшса

Районти 6 çултан пуçласа 15 çула çитнĕ 5637 ачаран 2784-шĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче хăйсен канăвне тĕрлĕ лагерьте çирĕплетрĕ. Вĕсене ку енĕпе çулленех социаллă страховани фончĕ тивĕçлĕ пулăшу кÿрет. Çитĕнекен ăру район тулашĕнчи сывлăха çирĕплетекен 4 лагерьте канма пултарать. Çавăн пекех кашни уйăхра çичшер ача “Чайка” санаторине каять.

Социаллă страховани фончĕ шкул çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсене кашни ачашăн кунне 45-шер тенкĕ укçа уйăрать. Кăçал та вунсакăршар кунлăх виçĕ смена ĕçлерĕ. 19 шкулта йĕркеленĕччĕ лагерьсене. Çав шутра пĕрремĕш сменăра 615 ача, иккĕмĕшĕнче – 365, виççĕмĕшĕнче 275 хĕр ачапа арçын ача канчĕç.

Ĕçпе кану лагерĕсене 816 ача çÿрерĕ. Ку тĕллевпе вырăнти бюджетран 143, 2 пин тенкĕ укçа усă курнă. 61 ача сиплев санаторийĕсенче пулнă.

Социаллă хÿтлĕх пайĕ вара сахал тупăшлă çемьери ачасен канăвне йĕркелессине мала хурать.

Ĕççыннисене ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă çул çитмен 45 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсенчен виççĕшĕ йĕркене пăснăшăн учетра тăрать. 99-шĕ нумай ачаллă тата тулли мар çемьесенчен.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 августа 2008
00:00
Поделиться