Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çинче лăпкă мар-ха

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районти çул çинче 12 çул-йĕр инкекĕ пулнă. Вĕсенче 18 çын аманнă, 3 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан инкексен шучĕ 3 тĕслĕх чухлĕ чакнă, 2 çын ытларах аманнă, пĕр çын нумайрах вилнĕ. Çапла вара çул çинче кăçал та лăпкă мар-ха. Çавна май хăш-пĕр тĕслĕхе илсе кăтартас килет.

Майăн 23-мĕшĕнче Туçара Ф. гражданин руль умне хĕрĕнкĕ ларнă та машинăна тĕрĕс-тĕкел тытса пырайманнипе велосипедист çине пырса кĕнĕ, ăна вилмеллипех амантнă. Июнĕн 6-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи К. гражданин хăйĕн ВАЗ–2115 машинипе хирĕç килекен ВАЗ–21099 машинăпа çапăннă. Сăлтавĕ – ĕçкĕ.

Ÿсĕр водительсем ултă уйăхра 4 инкек тунă. Вĕсене пула 2 çын пурнăçран уйрăлнă, 5 çын аманнă.

Ют çĕрте пурăнакансем Патăрьел районĕнче аварисем тăвасси пĕлтĕрхинчен нумайланнă. Ун пеккисем 3 инкек тунă, 10 çынна амантнă.

Çуран çÿрекен айăпĕпе те сиксе тухаççĕ инкексем. Вĕсене пула 2 авари тунă. Вĕсенче 2 çын аманнă, пĕр çын вилнĕ. Ку кăтартусем пĕлтĕрхинчен сахалрах пулсан та, çуран çÿрекенсен тимлĕхе ÿстермелле.

Çул çитмен çамрăксен айăпĕпе инкексем пулман. Çапах та ку лăпланмалли сăлтав мар.

Патшалăх транспорчĕсем кăçал правилăсене çирĕпрех пăхăнма пуçланă. Çавăнпа вĕсем хутшăннипе инкексем пулман.

ГИБДД уйрăмĕ çул-йĕр инкекĕсем пуласран асăрхаттарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçсем туса ирттерет. Кăçалхи ултă уйăхра тĕрĕслевсем вăхăтĕнче çул-йĕр правилине пăснă 3610 водителе тытса чарнă, вăл шутра 21-шĕ ÿсĕр пулнă, 111-шĕ милици сотрудникĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма ыйтнине пурнăçламан.

Çул-йĕр çинче хăрушсăрлăх туса хурас, ачасем суранланни ан пултăр тесе 29 рейд, 15 операци ирттернĕ. Вĕсем вăхăтĕнче 1265 йĕркене пăсакана тытса чарнă. Ачасем çул-йĕр инкекĕсене ан çакланччăр тесе ашшĕ-амăшне тимлĕ пулма ыйтатпăр. 14 çула çитменнисене велосипедпа аслă çул çине кăларма юраманнине те асра тытмалла.

Çул çинче лăпкă мар. Инкек-синкек кашни утăмра кĕтсе тăрать. Водительсен те, çуран çÿрекенсен те тимлĕхе пĕр самантлăха та чакарма юрамасть.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 августа 2008
00:00
Поделиться