Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Велосипедистсен сумлă ăмăртăвĕ

Нăрваш Шăхаль – Шăнкăртам шоссе çинче Чăваш Республикин Кубокне çĕнсе илмелли ăмăртăвăн виççĕмĕш тапхăрĕ тата велосипед спорчĕн тăватă енĕпе спорт мастерĕн удостоверенийĕсене тивĕçнĕ В.Мулендеев призĕсене çĕнсе илессипе, пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă СССР спорт мастерне Н.Ильин-Тукмакова асăнса Патăрьел районĕн уçă ăмăртăвĕсем иртрĕç.

Çак сумлă ăмăртусене вĕсен юлташĕсем, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пĕрле тупăшнă Тĕнче класлă спорт мастерĕ, СССР чемпионĕ Вуэлтăри (Испани), Наджирори (Итали) велогонкăсенче тĕрлĕ этапсене çĕнсе илнĕ, “Сăрт-ту королĕ” ята тивĕçнĕ И.Иванов, Тĕнче класлă спорт мастерĕ, СССР чемпионĕ, СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен чемпионĕ А.Осипов, СССР спорт мастерĕ, икĕ хутчен Тĕнче чемпионачĕсене хутшăннă А.Савельев, СССР спорт мастерĕ, Казахстан чемпионĕ пулнă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Яковлев, СССР спорт мастерĕ Н.Николаев, Тĕнче класлă спорт мастерĕ И.Калля, СССР спорт мастерĕ Ю.Амелин, СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Андреев, Тĕнче класлă спорт мастерĕ, Ази чемпионĕ Е.Яковлев, СССР спорт мастерĕ В.Пагунов, СССР спорт мастерĕ В.Логинов, СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Романов, СССР спорт мастерĕ В.Георгиев тата ыттисем те килсе çитнĕ.

Спортсменсем малтанхи кун уйрăмшарăн хускалса ăмăртрĕç. Чи çамрăк хĕр ачасенчен М.Егоровăна çитеймерĕç. Çав çулхи арçын ачасенчен те пирĕн район спортшкулĕнчи С.Осипов, А.Калашников, П.Павлов малтисем пулчĕç.

1996-1997 çулта çуралнисем пилĕк çухрăмлă дистанцирех тупăшрĕç. Кунта чи пултарулли – А.Макшеев (Шупашкар, В.Ярды ячĕллĕ спортшкул). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Вăрмар районĕнчи спортшкулти Д.Яковлевпа А.Таратин. Çак çулхи хĕр ачасенчен пирĕн С.Михайловăпа А.Даниловăна çитекенни пулмарĕ.

1994-1995 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен пултаруллисем – Вăрмар районĕнчи спортшкул спортсменĕсем. Р.Борецкипе А.Архипов пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăнта А.Иванов (В.Ярды ячĕллĕ велошкул).

Çак çулхи хĕр ачасенчен малтан кĕтнĕ пекех пирĕн О.Терентьева ăнăçлă тупăшрĕ. Вăл çак 5 çухрăмлă хушша 9 мин.02 сек. вĕçлесе чемпионка ятне çĕнсе илчĕ. Унăн юлташĕ А.Михайлова финиша иккĕмĕш, командăри тепĕр юлташĕ М.Филиппова виççĕмĕш çитрĕç.

1992-1993 çулсенче çуралнă арçын ачасем 10 çухрăмра тупăшрĕç. Кунта Çĕнĕ Шупашкарсене çитекенни пулмарĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Н.Антоновпа А.Александров пайларĕç. Виççĕмĕшĕнче Н.Лазарев (В.Ярды ячĕллĕ велошкул). Хĕр ачасенчен те хуларисем çивĕчрех пулчĕç: А.Тарасовăпа Е.Данилова (В.Ярды ячĕллĕ велошкул) пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче, иккĕмĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти О.Терентьева.

20 çухрăмлă дистанцире юниорсем вăй виçрĕç. Çак хушша 27 мин.52 сек. вĕçлесе пĕрремĕш вырăна В.Унегеров (В.Ярды ячĕллĕ велошкул) тухрĕ. Ун командăри юлташĕ Д.Бесингалиев иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче – В.Павлов (“Веломастер” спортклуб).

Юниоркăсем 10 çухрăмра вăй виçрĕç. Çĕнĕ Шупашкарти Н.Орлова чи лайăх вăхăт кăтартрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Вăрмар район хĕр ачи А.Семенова, виççĕмĕшĕнче – А.Леонтьева (В.Ярды ячĕллĕ велошкул).

Арçынсемпе хĕрарăмсен ушкăнĕнче те çивĕч кĕрешÿ пычĕ. 10 çухрăмлă хушăра Э.Петровăна çитекенни пулмарĕ (В.Ярды ячĕллĕ велошкул). Арçынсенчен 20 çухрăмлă хушша чи хăвăрт вĕçлесе А.Тимофеев (Çĕнĕ Шупашкар) чемпион пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.Ярды ячĕллĕ велошкул спортсменĕсем П.Даниловпа В.Романов йышăнчĕç.

Тепĕр кунне спортсменсем Николай Николаевич Ильин-Тукмакова асăнса стартран ушкăнпа, харăс хускалса кайса ăмăртрĕç. Велосипед спорчĕн çак енĕпе çĕнтерес тесен чеелĕх те, кăштах пуçсăрлăх та кирлĕ. Çамрăк арçын ачасенчен Вăрмарти спортшкул спортсменĕсем ăнăçлă финиш турĕç. Вĕсем çак 15 çухрăмлă хушăра ыттисенчен мала “тарса” финиша тăваттăн харăс çитрĕç. Çапах та вăйлăраххи Д.Яковлев пулчĕ. Унăн юлташĕ В.Михайлов иккĕмĕш, унран пĕрер секундран А.Мекшеевпа пирĕн А.Яковлев çитрĕç. Хĕр ачасенчен пирĕн С.Михайлова чи пултарулли пулчĕ.

Çаксенчен аслăрах арçын ачасем 50 çухрăмлă дистанцире тупăшрĕç. Кунта Вăрмар спортсменне Р.Борецкие çитекенни пулмарĕ. Вăл çак хушша 1 сех.07 мин. вĕçлерĕ. Иккĕмĕш вырăнта Д.Моляров (Çĕнĕ Шупашкар), виççĕмĕшĕнче – А.Иванов (В.Ярды ячĕллĕ велошкул).

50 çухрăмлă дистанцире 1992-1993 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе юниоркăсем те (вĕсенчен аслисем) ăмăртрĕç. Кунта Вăрманхĕрри Шăхаль хĕрĕ О.Терентьева пурне те тĕлĕнтерчĕ. Вăл ыттисенчен чылай çамрăк пулсан та çак хушша 1 сех.09 мин.26 сек. вĕçлесе пурне те хыçа хăварчĕ. Юниоркăсенчен А.Семенова (Вăрмар) чи пултарулли пулчĕ, хĕрарăмсен ушкăнĕнче – Е.Смолина (Çĕнĕ Шупашкар).

Арçынсем, юниорсем, аслă çулхи арçын ачасем 80 çухрăмлă дистанцире тупăшрĕç: 1992-1993 çулсенче çуралнисенчен чемпион ятне Н.Лазарев çĕнсе илчĕ. Юниорсенчен малти вырăна В.Унегеров йышăнчĕ. Арçынсенчен Шупашкар хăни Казахстан çĕр-шывĕн спортсменĕ А.Головащенко выляса илчĕ.

Юлашкинчен 1994-1995 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 15 çухрăмра ăмăртрĕç. Кунта пирĕн Нăрваш Шăхаль хĕрне А.Михайловăна çитекенни пулмарĕ. Чи çамрăккисем 3 çухрăмра анчах тупăшрĕç. Пирĕн районти спортшкулти М.Егорова ăнăçлă ăмăртрĕ. Арçын ачасенчен пирĕннисемех малти вырăнсенче пулчĕç: С.Осипов – пĕрремĕш, А.Калашников – иккĕмĕш, П.Павлов – виççĕмĕш.

Мала тухнă тата призлă вырăнсене йышăннă спортсменсене асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 августа 2008
00:00
Поделиться