Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Саппун аркипех мулкач тытнă

Вăрман çывăхĕнчи ялсенче пурăнакансен пĕртте канăç çук. Уттине-вуттине, çырлине, кăмпине, милĕкне, шăпăрне хатĕрлемелле. Ÿркенменнисемшĕн сар хĕвеллĕ çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех ĕçĕ çителĕклĕ. Пĕр ялти вашават хĕрарăм михĕпех кăмпана кайма шут тытнă. Юлташа йыттине илнĕ. Вăрмана çитичченех каялла çаврăнма тивнĕ. Çул хĕрринчи курăк ăшĕнчен мулкач сиксе тухнă. Йытăран хăранăскер çын патнелле тапса сикнĕ. Çакна сăнаса тăракан хĕрарăм кукленсе ларнă. Мулкач саппун аркинех кĕрсе ÿкнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 августа 2008
00:00
Поделиться