Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ОЛИМП ВĂЙЙИСЕМ ПУÇЛАНĔÇ

Ĕнер Пекинра сумлă лару-тăрура ХХIX çуллахи Олимп вăййисем пуçланчĕç. Тĕнчери чи вăйлă спортсменсем спортăн 38 енĕпе тупăшĕç. Вĕсене хавхалантарма 304 комплект парне палăртнă. Раççей чысне 467 спортсмен (вăл шутран 42-шĕ запасрисем) хÿтĕлĕç. Хутшăнакансен вăтам çулĕ 26 çулпа танлашать. Олимпиецсене Раççей Федерацийĕнчи 59 субъектран суйласа илнĕ. Вăл шутра Чăваш Ентен те. Раççей пĕрлештернĕ командинче Сергей Иванов (10000 м), Татьяна Петрова (3000 м), Татьяна Арясова (10000 м), Татьяна Сибилева (хăвăрт утасси, 20 км), Светлана Захарова (марафон) çăмăл атлетсене, Андрей Абрамов (ухăран пересси) ухăçа, Вера Андреевăпа пирĕн ентеш, Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Калентьева (Ягупова) (маунтинбайк) велосипедистсене кĕртнĕ.

Олимп вăййисем август уйăхĕн 24-мĕшĕччен тăсăлĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн, Олимпиадăра çĕнтернĕ ентешсене паракан премисен калăпăшне икĕ хут ÿстернĕ. Халĕ «ылтăншăн» 300 пин, «кĕ-мĕлшĕн» 200 пин, «бронзăшăн» 100 пин парĕç. Çĕнтерÿçĕсен тренерĕсене те хавхалантарĕç, вĕсен премийĕ спортсменсеннинчен икĕ хут пĕчĕкрех.

Чăваш Ен çăмăл атлечĕсем август уйăхĕн 15-24-мĕшĕсенче старта тухĕç. Андрей Абрамов ухăçă паянтан пуçласа çитес эрнекунчченех ăмăртĕ. Ирина Калентьевăпа Вера Андреева август уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче тупăшĕç.

Раççей Спорт министерствипе Олимп комитечĕн ертÿçисен шухăшĕпе пирĕн пĕрлештернĕ команда медальсен шучĕпе иккĕмĕш вырăна тухма пултарать. Çапла, вĕсен сăмахĕсем пурнăçа кĕрсен тем пекехчĕ. Тĕп конкурентсем вара Китайпа США тесе çирĕплетеççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 августа 2008
00:00
Поделиться