Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малашлăх паянхи кунра

Район центрĕпе утса пыратăн та, тĕлĕнетĕн: унта та кунта стройка пырать. Çак çăмăл мар саманара та халăх малалла талпăнни, пуласлăха шанни хавхалантарать.

Çичĕ уйăхра районĕпе 10413 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă. Пĕлтĕрхи кăтартупа пăхсан 115, 2 процент ытларах. Çулталăк хушшинче 27900 тăваткал метр эксплуатацилеме планланă. Иртнĕ çул 26051 тăваткал метра ĕçе кĕртнĕ.

Халĕ Патăрьелĕнче харăсах нумай хваттерлĕ виçĕ çурт çĕкленет. Кун пекки район территорийĕнче тахçантанпах пулман. Тулли мар яваплă “Булат” тата “Инвестрой” пĕрлешÿсем тăватă хутлă, 24 хваттерлĕ икĕ пÿрте хута янă çĕрте тăрăшаççĕ. “Стройкомфорт” пĕрлешÿ тăваканни 15 хваттерлĕ тата офиссемпе, лавккасемпе пулĕ. Строительсем хăвăрт та тирпейлĕ ĕçлени тÿрех курăнать: кĕске вăхăтра пÿртсене купаласа хучĕç. Халь çĕкленнисем хăтлăхĕпе маларах купаланисенчен уйрăлса тăрĕç. Вĕсен уйрăм трансформатор тата газопровод пулать. Пурăнмалли кĕтес ыйтăвĕ çивĕч пулнăран кăçалах нумай хваттерлĕ тепĕр çуртăн никĕсне яма палăртнă. Строительство материалĕсене турттарма пуçланă.

Уйрăм çуртпа пурăнас текенсем те çуллахи кунсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Çичĕ уйăхра 68 çурт хăпартнă, нумайăшĕ хуралтăсем çавăрнă. Самани çăмăлах пулмасан та, Патăрьелсем алă усса лармаççĕ. Патшалăх та ялти çынсене кăштах та пулин пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ программăсем кĕртет. “2012 çулччен яла аталантарасси” тĕллевлĕ программăпа 2008 çулта виçĕ çемье каялла тавăрса памалла мар 639 пин тенкĕ субсиди илнĕ. Кăçал районĕпе 13 миллион тенкĕ субсиди пама палăртнă.

Çурт-йĕр тунисĕр пуçне Патăрьел тăрăхĕнче ытти стройка ĕçĕсем те пыраççĕ. Акă, Шăнкăртамра “Булат” пĕрлешÿ 400 ача вырнаçмалăх шкулпа ача сачĕн çуртне купаласа пĕтернĕ. Халь унта тăррине витессипе, хăтлăх кĕртессипе тимлеççĕ. Асăннă пĕрлешÿ тĕп больницăн çĕнĕ корпусне хута янă çĕрте те тăрăшрĕ.

Хальхи вăхăт таппи ыйтакан стадионта та хĕрÿ ĕç пырать. Ăна çулталăк вĕçне хута ямалла. Малашне унта кашнийĕ хăйĕн сывлăхне çирĕплетме пултарĕ.

Строительство ĕçĕсем пыраççĕ, апла пулсан район пурăнать, малалла талпăнать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 августа 2008
00:00
Поделиться