Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иккĕмĕш вырăна тухнă

Турханти психоневрологи интернатĕнче пурăнакансене тивĕçтерекенсем хăйсемпе пĕр шайри учрежденисенче тăрăшакансемпе ирттерекен мероприятисене тăтăш хутшăнаççĕ.

Ку хутĕнче вĕсем Йĕпреçе çуллахи спорт фестивальне кайрĕç. З.Кузьмина, С.Архипов, Ю.Гурьев, И.Егорычев, О.Хорина кашни енпех ăсталăх кăтартрĕç. Команда вĕрен туртса виççĕмĕш, çăмăл атлетикăпа тата шашкăлла выляса иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартупа вара иккĕ-мĕшне çĕнсе илчĕ. Фестиваль пурин кăмăлне те кайрĕ. Килес çул та унта хутшăнас ĕмĕт çуралчĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 августа 2008
00:00
Поделиться