Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Дмитрий Медведев – Чăваш Енре

Августăн 6-мĕшĕнче Шупашкар пристанне “Россия” теплоход çитсе чарăннă. Унтан Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев аннă. Ăна Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ăшшăн кĕтсе илнĕ. Д.Медведева юхан шыв порчĕ çывăхĕнчи организаци-учредженисенче ĕçлекенсем те саламланă.

Унтан Президентсем машинăпа Шупашкар аэропортне çитнĕ. Д.Медведев самолетпа Мускава паллă писателе, общество деятельне Александр Солженицына пытарма вĕçсе кайнă.

А.Солженицына Мускаври Донской монастырь масарне пытарнă. Патшалăх пуçлăхĕ А.Солженицына кĕл тунă чухне роза çыххи хунă. Писатель мăшăрĕпе калаçнă, хăйĕн хурланăвне пĕлтернĕ.

Дмитрий Медведев пытару хыççăн каллех Шупашкара килнĕ. Кунта вăл Николай Федоров Президентпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Калаçу вăхăтĕнче социаллă-культурăллă программăсем Чăваш Енре мĕнле пурнăçланса пыни çинчен сăмах хускатнă. Раççей Президенчĕ “вулас йăлана” çĕнĕрен чĕртес ыйтăва çĕкленĕ. “Çынсем кĕнекепе ытларах усă курччăр тесен, библиотека сечĕ кирлĕ”, – палăртнă Д.Медведев. Вăл Чăваш Ен тĕслĕх библиотекăсем уçассипе пухнă опыта пысăк хак панă. Республика опытне анлăн сарасси пирки каланă.

Н.Федоров юлашки виçĕ çул хушшинче 500 ытла тĕслĕх библиотеки уçни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсенче компьютерсем пур, интернетпа çыхăннă. Халĕ тĕттĕм кĕтесри ялта пурăнакан та тĕнче культурипе паллашма пултарать. Н.Федоров пĕлтернĕ тăрăх, библиотекăсене çÿресси 40 процент ÿснĕ.

Дмитрий Медведев ăс-тăн пурнăçĕ яланах библиотека тавра пĕтĕçнине, ку енĕпе Чăваш Республики тĕрĕс çул суйласа илнине палăртнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 августа 2008
00:00
Поделиться