Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тинĕс хумĕсене парăнтарнăскерсем

Тинĕс-çар флочĕн кунне районта анлăн паллă турĕç. Çанталăк çумăрлă тăни те шиклентермерĕ шыв çийĕн тата шыв айĕн ишнĕскерсене. Уява пухăннисенчен чи асли 82 çулхи Рыбачев пулчĕ. Çулленех хутшăнать вăл тĕл пулăва. Тивĕçлĕ канăва тухнă Патăрьелĕнчи М.Сухановпа Пăлакассинчи В.Кудрявцев та аса илÿсемпе тыткăнларĕç. Ветерансемпе тин çеç çар службинчен таврăннисене, ыттисене “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн ертÿçи А.Казенов саламларĕ.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçу хыççăн уяв малалла Треньел кÿлли патĕнче тăсăлчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2008
00:00
Поделиться