Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ПРАВОСЛАВИ календарĕн август уйăхĕнчи паллă кунĕсем (2008 ç.)

1 – Сароври таса пурăнăçлă Серафим аттен таса ÿтне чиркĕве хуни.

2 – Туррăн мухтавлă пророкĕ Илия.

3 – Смоленск çĕрĕнчи святойсене кĕл тумалли кун.

4 – Апостолсемпе пĕр тан Мария Магдалина.

5 – Турă Амăшĕн Почаеври сăнне кĕл тумалли кун.

6 – Асап тÿссе вилнĕ Бориспа Глеб.

9 – Пысăк асапсем тÿссе вилнĕ чирсенчен сыватакан Пантелеймон.

10 – Турă Амăшĕн Смоленскри “Одигитрия” ятлă сăнне тата Тамбов çĕрĕнчи святойсене кĕл тумалли кун .

13 – Петроград митрополичĕпе Вениаминпа пĕрле большевиксенчен асап тÿссе вилнĕ Сергий архимандрит, Юрийпе Иоанн.

14 – Христосăн Чĕрĕлĕх паракан Таса Хĕресне кĕл тумалли кун (1-мĕш Спас). Успени типпи пуçланать.

16 – Новгородра хăватсем тунă таса пурăнăçлă Антоний Римлянин.

17– Ефесри 7 таса ачана кĕл тумалли кун.

19 – Христос Туррăмăр ту çинче çап-çутă пулни. (2-мĕш Спас – Преображение Господне).

20 – Воронеж епископĕн Митрофан святителĕн таса ÿтне чиркĕве хуни.

21– Соловецкри таса пурăнăçлă Зосимăпа Савватий таса ÿчĕсене куçарни.

22 – Матфий апостол. Соловецкри святойсене асăнмлли кун.

23 – Асап тÿссе вилнĕ архидиакан Лаврентий.

26 – Задонскри хăватсем тăвакан Воронеж епископĕ Тихон.

27 – Киеври таса пурăнăçлă Феодосий.

28 – Турă Амăшĕ Таса Хĕр Мария ку тĕнчерен куçни. Успени типпи вĕçленет.

29 – Христосăн алăпа туман сăнне кĕл тумалли кун (3-мĕш Спас).

30 – Выльăх-чĕрлĕхе хÿтĕлекен асап тÿссе вилнĕ Флорпа Лавр .

31 – Турă Амăшĕн ракпа шыçă чирĕсенчен сыватакан “Всецарица” ятлă сăнне кĕл тумали кун.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2008
00:00
Поделиться