Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Коррупцие хирĕç тăмалла

Федераллă саккунлăха пурнăçланине сăнаса тăрасси – коррупцие хирĕç тăрассин пĕр енĕ. Раççей Федерацийĕн патшалăх граждан служби, муниципаллă служба çинчен калакан саккунĕсене пурнăçланине вăхăтра тата пахалăхлă тĕрĕслесе тăни патшалăх тата муниципаллă служащисем саккуна пăснине палăртма май парать. Унсăр пуçне патшалăх тата муниципаллă заказсене хуçалăх организацийĕсене вырнаçтарнине, наци проекчĕсене пурнăçланине сăнавра тытма пулăшать.

Паллă ĕнтĕ, коррупци, тĕрĕслĕхсĕр конкурентлăх ыйтăвĕсене район прокуратури яланхи сăнавра тытать.

Патăрьел районĕн прокуратури коррупцие хирĕç тăрас тĕллевпе патшалăх тата муниципалитет службисем çинчен калакан саккунсем пурнăçланнине уйăхсерен тĕрĕслет. Акă, РФ Генеральнăй прокурорĕн кăçалхи приказне пурнăçласа Патăрьел районĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче черетлĕ тĕрĕслев ирттерни çакна кăтартса пачĕ.

Ишлĕ тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсен депутачĕсен шутĕнче 2 депутат судпа айăпланнă. Çакă вырăнти хăй тытăмлăх депутачĕн статусĕпе килĕшсе тăмасть. Ку фактсем тăрăх район прокурорĕ вĕсен полномочийĕсене чарса лартма представлени панă.

Патăрьел районĕн администрацине тĕрĕсленĕ хыççăн хăш-пĕр муниципаллă служащисем 5-7 çул аттестаци витĕр тухманни палăрнă. Унсăр пуçне районти 7 муниципаллă служащи хăйсен тупăшĕ, пурлăхĕ, пурлăхпа çыхăннă тивĕçĕсем пирки налук органĕсене саккун ыйтнă йĕркепе тата вăхăтра деклараци тăратман. Вĕсем пирки район прокурорĕ административлă явап тыттарма ĕç пуçарнă. Вĕсене явап тыттарнă. Тĕрĕслевсем тăрăх Патăрьел район пуçлăхне представлени панă.

Ял тăрăхĕсене тĕрĕс-ленĕ хыççăн пĕр ял тăрăх пуçлăхĕ урăх çĕрте тÿлекен ĕçпе çыхăнни палăрнă. Ку каллех саккуна хирĕçле, мĕншĕн тесен яланлăха суйланă депутат, вырăнти хăй тытăмлăхăн суйланă органĕн членĕн, суйланă должноçри çыннăн предпринимателлĕ ĕçпе çыхăнма юрамасть. Унсăр пуçне коммерциллĕ организацие ертсе пынă çĕре те, çакна саккунпа ирĕк паман е никам та хушман пулсан, хутшăнмалла мар. Урăх çĕрте тÿлекен ĕçе хутшăнма та, вăл ĕç вĕрентÿпе, творчествăпа, наукăпа çыхăнман пулсан, хутшăнма право çук. Çавăн пекех ют çĕр-шывсем, тĕнчери организацисем укçа-тенкĕпе ти-вĕçтерекен çĕрте те ĕçлемелле мар. Ют çĕр-шывсенчи коммерциллĕ мар тата правительствăпа çыхăнман организцисен ертÿçисен шутне кĕни те саккуна хирĕçлени пулать.

Саккунпа пăхнă çак требованисене пурнăçламанни коррупцие çул уçса парать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2008
00:00
Поделиться