Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурса хутшăнаççĕ

Шăнкăртамри ача-пăча библиотекине çамрăк вулакансем çуллахи каникул вăхăтĕнче те тăтăш çÿреççĕ. Илĕртÿллĕ мероприятисем ирттерни те хавхалантарать вĕсене. Ку хутĕнче Ульяновск облаçĕнче йĕркеленĕ «Аленький цветочек» конкурса явăçрĕç вĕсем. Вăл виçĕ номинаципе пырать: «Юмахсем вулатпăр», «Юмахсем тупатпăр», «Юмахсене ÿкеретпĕр». Унăн пĕтĕмлетĕвĕ сентябрь уйăхĕнче пулать. Уçă ăсталăх конкурсне пĕрремĕш номинаципе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата вăтам шкулта вĕренекен пилĕк ачан ĕçне тăратнă. «Юмахсене ÿкеретпĕр» темăпа саккăрмĕш класри Л. Ильясова «Вăрманти планеркăна» сăнланă. 6 ача юмахсем шутласа тупнă. Конкурса хутшăнас текенсем йышлă. Вĕсен кăмăлĕсене те хăвармаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2008
00:00
Поделиться