Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕркене пăссан явап тыттараççĕ

Кăçалхи 6 уйăхра обществăлла вырăнта эрех-сăра ĕçнĕшĕн, ÿсĕр пулнăшăн 175 çынна администраци енчен явап тыттарнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта çакăн пек тĕслĕх 85 пулнă. Йĕркесене пăсаканнисен шутĕнче çул çитменнисем те пур. Вĕсене тÿрĕ çултан пăрăнма хамăрах пулăшмастпăр-и; Çул çитмен çамрăксене сăра сутнăшăн 4 протокол, эрех сĕннĕшĕн - 1, пируспа сутă тумалли йĕркене пăснăшăн 2 протокол çырнă. Асăрхаттарнисем мĕн чухлĕ тата. Саккунсене пăсма мар, пăхăнса пурнăçласа пыма йышăннине манас марччĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2008
00:00
Поделиться