Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕл хырăмĕ аслă

Çут çанталăкăн начар çанталăкĕ çук теççĕ те, анчах кăçал çине-çине çăвакан çумăрсем хресчене аванах чăрмантараççĕ. Пĕр вăхăт йĕпе-сапа тăнă хыççăн хĕвел савăнтарчĕ. Ăшă кунсемпе туллин усă курма тăрăшрĕç çĕр ĕçченĕсем: утă хатĕрлерĕç, сенаж-силос хучĕç. Шăрăх тăнипе тыр-пул та пиçсе çитрĕ, ăна пуçтарассине те ырана хăварма юрамасть. Хирте ĕç шавĕ пур çĕрте те тăратчĕ, юлашки çумăрсем татах “ура хума” пăхаççĕ.

Чылай кооперативра нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма тытăннă. Хуçалăхри ĕне-выльăх валли утă хатĕрленисĕр пуçне халăха та сутаççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне районĕпе типĕ курăк 5086 тонна янтăланă, ку вăл уйрăм çынсене панине шутламасăр.

Сенаж хатĕрлесси те аван пырать. Планпа ăна кăçал 16641 тонна хума палăртнă, 22446 тонна хатĕрленĕ. Ку ĕç малалла тăсăлать.

Çуркунне, пĕлтĕр кĕркунне акса хăварнă тыр-пула пухса илме те вăхăт çитрĕ. Кăçал районĕпе пĕрчĕллĕ культурăсене 18754 гектар пуçтарса кĕртмелле. Тĕш-тырă пулса çитнĕ лаптăксенче, пурĕ 15 хуçалăхра, комбайнсем ĕçлеме пуçларĕç. Ĕнерхи кун тĕлне 779 гектар вырнă, 452-не тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç гектартан 38, 3 центнерпа танлашнă.

Çанталăка шанмалли çуккине, май пур таран типĕ кунсемпе туллин усă курмаллине ял çынни питĕ лайăх ăнланать. Утă хатĕрлесси, тыр-пул пухса кĕртесси пĕр вăхăталлах пулса пырсан та, хресчен çине тăрса ĕçлет. Хĕл хырăмĕ аслă тата ăнса пулнă продукцие пуçтарса илеймесен çĕр-аннемĕр пире мĕн калĕ;

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2008
00:00
Поделиться