Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ÇУРТА КУПАЛАСА ПĕТЕРНĕ, ХĂТЛĂХ ĕçĕСЕМПЕ ТИМЛЕççĕ

Шăнкăртамри шкул строительство объектĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалист-эксперчĕ Е. Краснова, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Купкенов, ООО “Булат” ертÿçи Р.Абдулвалеев тата ытти хăш-пĕр ертÿçĕсем хутшăннипе ĕçлĕ канашлу иртнĕ. 400 ача вырнаçмалăх шкулпа ача сачĕн çуртне купаласа пĕтернĕ (ÿкерчĕкре). Хальхи вăхăтра тăррине витес тата шалта хăтлăх кĕртес енĕпе тимлеççĕ. Канашлу вăхăтĕнче район пуçлăхĕ кунта ĕçлекен пур службăн умĕнчи тĕллевĕсене çивĕчлетнĕ, ĕçсене палăртнă вăхăта вĕçлемелли пирки аса илтернĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2008
00:00
Поделиться