Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

100-шер пин тенкĕллĕ пулĕç

Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ тата наука министерстви утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă 197-мĕш номерлĕ приказĕпе килĕшÿллĕн Раççейри 2008 çулхи чи лайăх учитель конкурс çĕнтерÿçисене палăртнă. Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнисем хушшинче пирĕн район вĕрентекенĕсем те пур.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Эвелина Арсентьевна Карягинăна, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Алевтина Валерьяновна Михайловăна тата Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Сания Мевлетовна Ишмуратовăна укçан парса хавхалантарма йышăннă. Кашниех 100-шер пин тенкĕллĕ пулĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2008
00:00
Поделиться