Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕренÿ çулĕ инкексĕр ирттĕр

Хальхи вăхăтра пушартан асăрханас ыйту çивĕч тăрать. Акă, кăçалхи çур çулта 22 хут вут-çулăм алхаснă. Вĕсенче 5 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 2 миллион тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕ. Пушар ытларах пурăнмалли çурт-йĕрте тухнă, предприятисенче – икĕ хутчен.

Шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пушар хуралĕн ĕçченĕсем умĕнче шкулсемпе ача сачĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пурнăçа кĕртес тĕллев çивĕч тăрать. Ятарлă комисси 34 ача-пăча учрежденине тĕрĕслесе тухнă хыççăн чылай çĕрте пушартан сыхланмалли йĕркесене пăхăнас енĕпе çитменлĕх тупса палăртнă. Ытларах çакăн пеккисем: пушар тухсан сÿнтерме шыв илмелли вырăн çук, электропроводка япăх, çиçĕмсирен вырнаçтарман, вут-кăвара сÿнтермелли хатĕрсем çителĕклĕ мар. Кăлтăксене çурла уйăхĕн вĕçĕччен пĕтерме предписанисем панă.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне ăнăçлă пуçласа, инкек-синкексĕр ирттерсе ярассине вĕрентÿ пайĕн, шкулсемпе ача сачĕсен ертÿçисен тĕп тĕллевсен шутне кĕртмелле.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2008
00:00
Поделиться