Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туслăх пытăр ĕмĕртен ĕмĕре

Чăваш çынни мĕн авалтан хăйĕн сăпайлăхĕпе, илемĕпе, тыткаларăшĕпе, юрри- ташшипе, чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхипе палăрса, ытти халăхсенчен уйрăлса тăнă. Халĕ те вĕсем çухалман. Аслисенчен кĕçĕннисене куçса сыхланса пыраççĕ. Манăн чăвашăн тепĕр ырă паллине палăртас килет. Атăл шывĕ хĕрринчи халăх туслăха та питĕ пысăк вырăна хурса хаклать. Çынпа çын пĕр-пĕрне хисеплени, туслă пурăнни вĕсене вăй-хал парса тăрать. Çакна Сителĕнчи Комсомольски урамĕнче пурăнакан çынсен туслăхĕ те çирĕплетсе парать. Кас пысăках мар. Ултă килтен тăрать. Кунта Игнатьевсен, Васильевсен, Ляковсен, Мамуткинсен çемйисем тĕпленнĕ. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ вĕсем. Савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайлаççĕ. Утă кĕртмелле-и, вутă касса тирпейлемелле-и, туслă халăх яланах пĕрле пурнăçлать, эпир пушă мар-ха е каçма вăхăт çук тесе хирĕçлесе тăмаççĕ. Енчен те пĕрин ĕни кĕтÿрен килне таврăнман, теприн хурĕ кÿлĕрен тухасшăн мар пулсан, унта та пĕр-пĕрне пулăшма васкаççĕ. Уявсене те савăнса, юрласа-ташласа ялан каспа ирттереççĕ. Пĕр çемйи теприне чĕнме нихăçан та манмасть. Пĕри пуриншĕн, пурте пĕриншĕн текен ваттисен сăмахĕ шăпах вырăнлă кунта. Пире те, кĕçĕнреххисене, аслисем яланах хăйсем пек туслă пулма мĕн ачаранах вĕрентсе ÿстереççĕ. Ватта хисеплеме, вĕттине пулăшма хăнăхтараççĕ.

Малашне те çакăн пек пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса, тĕрлĕ ĕçре пулăшса пурăнасчĕ. Пĕчĕк касри туслăх вăйлăран та вăйланса, тĕрекленсе, йăхран йăха куçса пытăр вăл.

"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2008
00:00
Поделиться