Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт – сывлăх çăл куçĕ

“Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче Нептун кунне ирттерчĕç. Унта хутшăннисене ФСК директорĕ А.Краснов, район администрацийĕн социаллă аталану, информаципе тивĕçтерекен тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи С.Викторов, гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ Г.Седойкин саламларĕç.

Уяв шыври “паттăрсен” юрри-ташшипе пуçланчĕ. Неп-тун викторина ирттерчĕ (ÿкерчĕкре). Ăмăртусене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенчи сывлăха çирĕплетме çÿрекен лагерьти ачасем хутшăнчĕç. Аслисем те айккине юлмарĕç. Ар çынсем 100 метрлă, хĕрарăмсем 50 метрлă дистанцисенче ишрĕç. Ветерансем те спорт сывлăха çирĕплетме пулăшнине кăтартрĕç.

Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçрĕç.

"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2008
00:00
Поделиться