Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шыв тăшман та пулма пултарать

Çанталăк шăрăх тăнипе шывсем çинче инкек-синкек нумайланчĕ. Июлĕн 19-20-мĕшĕсенче кăна республикăра 10 çын путса вилнĕ, шыва кĕмелли тапхăр пуçланнăранпа вара 29 çын, вăл шутра 4 ача. 2007 çулхи кăтарту 41 пулнă. Çакă тĕлĕнтерет: инкексем “Шыв çинчи хăрушсăрлăхшăн” уйăхлăх вăхăтне тивеççĕ.

Çаксене шута илсе РФ Чрезвычăйлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ В.Петьков йышăну кăларнă.

Йышăнура çынсем шыва путса вилесрен асăрхаттару ĕçне тĕпрен вăйлатмалли çинчен каланă. Çавна май ял тăрăх пуçлăхĕсен çынсем шыва кĕмелли вырăнсене тĕрĕс палăртмалла. Шыва кĕме юраман вырăнсенче чаракан паллăсем лартмалла. Ун пек паллă çук пулсан явап тыттармалла. Çакăн пек мерăсем çул çитмен ачасен ашшĕ-амăшĕ пирки те йышăнмалла. Ачасене хăйсене кăна шыва кĕме ямалла мар. Шыва кĕмелли вырăнсем çинчен халăха анлăн пĕлтерсе тăмалла. Ачасемпе ăнлантаруллă ĕçе тĕпрен вăйлатмалла.

Ял тăрăхĕсен халăх канакан вырăнсенче дежурство йĕркелемелле.

Шыв тăшман та пулма пултарасси çинчен асăрхаттарсах тăмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2008
00:00
Поделиться