Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Медальсемпе кĕтетпĕр

Олимпиада уçăличчен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Раççей чысне хÿтĕлеме пирĕн ентешсем те хутшăнĕç. Вĕсем хушшинче Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Калентьева (Ягупова) пурри Патăрьелсемшĕн пысăк чыс та мăнаçлăх. Велоспорт федерацийĕн специалисчĕсен шухăшĕпе пирĕн район пикин медаль çĕнсе илес шанăç пысăк. Иринăпа пĕрле унăн юлташĕ Вера Андреева (маунтинбайк), Андрей Абрамов (ухăçă), Татьяна Арясовăпа Татьяна Петрова, Светлана Захарова, Сергей Иванов (чупуçăсем), Татьяна Сибилева (хăвăрт утакан) тĕнчери чи пултаруллă спортсменсемпе ăмăртĕç.

Июль уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мускавра Кремльте Раççей çĕр-шывĕн Олимпиадăна хутшăнакан пĕрлештернĕ командине Раççей Президенчĕ Д. Медведев йышăннă. Унта Чăваш Енрен Сергей Иванов çăмăл атлет хутшăннă. Ытти ентешсем Китай климатне хăнăхма çывăх хуласене тухса кайнă, тренировкăсем ирттереççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2008
00:00
Поделиться