Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăтартусем курăмлă, ĕçлемелли те пайтах

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ертсе пынипе ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ. Правительство членĕсем малтанах кун йĕркинчи тĕп ыйтăва – Чăваш Республикин “Чăваш Республикин 2009 çулхи тата планпа пăхнă 2010 тата 2011 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен” саккун проекне пăхса тухнă.

Бюджет проекчĕнчи кăтартусем Чăваш Енре пурăнакансен иксĕлми хастар ĕçне хак параççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, промышленность производствин индексĕ 113 процент пулнă. Раççей кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Пĕрремĕш çур çулта çавăн пекех ваккăн тавар çаврăнăшĕ 19 процент, общество апатланăвĕн çаврăнăшĕ 18 процент, халăха тÿлевлĕ пулăшу парасси 9 процент ытла ÿснĕ. Республика çут çанталăк газĕ кĕртмелли программăна пĕтĕмпех пурнăçланă. Чăваш Ен килти хушма хуçалăха аталанма пулăшас енĕпе чăннипех лидер шутланать. Ялсене хытарса тунă çулпа çыхăнтарасси вĕçленсе пырать. Социаллă сферăра ырă пулăмсем уççăн палăраççĕ. Çĕртме уйăхĕнче вăтам ĕç укçи 11333 тенкĕ пулнă. Унăн ÿсĕмĕ федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен пуринчен те пысăкрах – 37 процент. Çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçи вĕрентекенсен 9, 1 пин тенкĕ, врачсен 14640 тенкĕ пулнă. Танлаштарма Раççейре – 11200 тенкĕ.

Çитес виçĕ çуллăхра промышленность производствин индексĕн çулталăкри ÿсĕмĕ 10-15 процент пулмалла. 2011 çулта республика бюджечĕн тупăшсен пайĕ 40 миллиард тенке çитмелле.

Правительство ларăвĕнче Чăваш Республикинче 2008 çулхи ІІ кварталта пурăнмалли чи пĕчĕк виçене çирĕплетнĕ: вăл ĕçлеме пултаракансемшĕн 4279 тенкĕ, пенсионерсемшĕн – 3141 тенкĕ, ачасемшĕн –3866 тенкĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2008
00:00
Поделиться