Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Эпир ăçта тата мĕнле пурăнатпăр

Районта инфекциллĕ тата паразитлă чирсемпе чирлесси 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулта пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 43, 1 процент сахалрах пулнă. Çак кăтарту çине ОРВИ чакни витĕм кÿнĕ. Апла пулин те чирсен йышĕнче вăл 71, 6 процент йышăннă. Инфекциллĕ чирсене пула 3343, 6 пин тенкĕ тăкак курнă, ОРВИе пула – 1284 пин тенкĕ.

Вар-хырăм инфекцийĕсемпе сиенленесси вара 39 процент ÿснĕ. Ун пек тĕслĕхсем Патăрьел, Туçа, Шăнкăртам, Первомайски, Ишлĕ, Аслă Чемен, Тăрăн ял тăрăхĕсенче пулнă.

Вируслă гепатитсемпе чирлесси 18, 2 процент ÿснĕ. Çак кăтартăва халăх ытти облаçсене кайса ĕçлени витĕм кÿнĕ.

Приоритетлă наци поекчĕпе килĕшÿллĕн “В” гепатитран 4725 çынна пĕрремĕшпе иккĕмĕш прививкăсем, 3061 çынна виççĕмĕш прививка тунă. Ку кăтартусем июлĕн 11-мĕшĕ тĕлне. Ĕçе августра вĕçлеме палăртнă.

Мĕн ĕçетпĕр-ха;

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта централизациленĕ майпа шыв парса тăракан çăл куçсенчен 14 тĕслĕх илсе тĕрĕсленĕ, 9-шĕ гигиена нормисене тивĕçтермен.

Шыв валеçекен системăсенчен 27 тĕслĕх илнĕ, 21-шĕ нормăна тивĕçтермест. Патăрьел райбольницинче, Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче, Турханти психоинтернатра, Патăрьелĕнчи коммуналлă хуçалăхра, Туçари вĕрентÿ центрĕнче шыв пахалăхĕ начар.

Централизацилемен çăл куçсенчен 37 тĕслĕх илнĕ, 29-шĕ – начар. Санитарипе гигиена ыйтнине тивĕçтермен шывпа Тăрăн, Сăкăт, Пăлапуç Пашьел, Аслă Чемен, Первомайски, Алманчă шкулĕсенче, “Мария”, “Аир” магазинсенче, “Инвест-строй”, “Мечта”, “Булат” пĕрлешÿсенче, “Ирек” кафере, Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче усă кураççĕ.

Тĕрĕсленĕ тĕслĕхсем шыв хытă, сульфатлă, пăтранчăк пулнине кăтартса панă.

Мĕн çиетпĕр, мĕнпе

сывлатпăр;

Кăçалхи ултă уйăхра апат-çимĕç продукчĕсене тата апат çимĕç хатĕрлемелли чĕр тавара санитарипе хими енĕпе 27 хут тĕрĕсленĕ. Пĕринче, Первомайскинче столовăйĕнче, юрăхсăр пулни палăрнă. Микробиологи кăтартăвĕсене палăртма 73 проба тĕпченĕ. Аслă Чемен шкулĕнчи столовăйĕнчи пĕр проба нормăна тивĕçтермен.

Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче атмосферăри сывлăша тĕрĕслемешкĕн 407 проба илнĕ. Вĕсене тусан, кÿкĕрт диоксичĕ, азот диоксичĕ, углерод оксичĕ, фенол, формальдегид енчен тишкернĕ. Гигиена нормисене тивĕçтермен тĕслĕх палăрман.

Ĕç вырăнĕ

Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕç вырăнĕсем мĕнлерех шайра пулнине те тĕрĕслесех тăратпăр. Физикăллă факторсем енĕпе 138 ĕç вырăнне тишкернĕ, норматива 4-шĕ тивĕçтермен. Çутă енĕпе 417 ĕç вырăнне тĕпченĕ, 52-шĕнче вăл сахалраххине палăртнă. Çутă кирлĕ шайра пулманнине Алманчă шкулĕнче, Патăрьел райповĕн хăш-пĕр магазинĕнче, Первомайски вĕрентÿ центрĕнче, “Ландыш” çĕвĕ цехĕнче, уйрăм çын лавккисенче тупса палăртнă. Шăв-шав тĕлĕшпе 67 тишкернĕ ĕç вырăнĕнче пуринче те йĕркеллĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2008
00:00
Поделиться