Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Донорсен ретне тăрăр!

Тÿлевсĕр донор пуласси, чирлĕ çын пурнăçне çăлма юн парасси – кашни сывлăхлă çыннăн гражданла тивĕçĕ. Ку чухнехи медицина эмел хатĕрĕнчен пуян, çапах чылай йывăр чирсене юн ямасăр, унăн препарачĕсемпе усă курмасăр сиплеме çук. Юнăн тĕп çăл куçĕ – хăй ирĕкĕпе, чĕре хушнипе хăй юнĕн пĕр пайне пурнăçа çăлма, çын сывлăхне сиплеме пани.

Августăн 5-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп больницăн Хĕрлĕ кĕтесĕнче донор кунне ирттереççĕ. Вăл 9 сехетре пуçланать.

18-65 çулсенчи кашни сывă çын донор пулма пултарать. Юн парас умĕн çуллă тата йÿçĕ апат çиме, эрех-сăра ĕçме юрамасть. Юн панăшăн вĕренÿ е ĕç вырăнĕнче кану илме справка тата апат çиме 80 тенкĕ параççĕ. Çумра паспорт пулмалла.

Юна инкеке лекнĕ çынсем кĕтеççĕ. Донор юхăмне хастар хутшăнасси патриотла тивĕçĕр тесе шутлăр. Хăвăр тĕслĕхпе тусăрсемпе пĕлĕшĕрсене хавхалантарăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2008
00:00
Поделиться