Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вулакансен йышĕ ÿсет

Район хаçатне çырăнасси кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн та аван вĕçленчĕ. Вулакансен йышĕ ÿсрĕ. Уйрăмах ку енĕпе Первомайскинчи, Анат Туçари, Хирти Пикшикри, Турханти, Аслă Чементи, Нăрваш Шăхалĕнчи, Кивĕ Катекри, Сăкăтри, Туçари почта уйрăмĕсем кăтартуллă ĕçлерĕç. Çырăнтарăва Кзыл Чишмари, Тутар Сăкăтĕнчи, Çĕнĕ Ахпÿртри почтальонкăсем кăштах чакарчĕç. Çемьере 4-5 экземпляр хаçат-журнал илсе тăракан сахал ĕнтĕ халь. Район хыпарĕсем ытларахăшне интереслентереççĕ. Çавăнпах ăна юратса вулаççĕ, çырăнакансем хутшăнсах пыраççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 июля 2008
00:00
Поделиться